Шупашкар муниципаллӑ округӗнче вырнаҫнӑ коммерци организацийӗн гендиректорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑха РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тытарасшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, организаци счёчӗ ҫинче укҫа пур пулин те 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен пӗр ӗҫчен умӗнче ӗҫ укҫипе 250 пин тенкӗ парӑм пухса янӑ.
Чӑваш Енри прокурорсем хӑйсен ӗҫтешне Зелфинас Карамана тава тивӗҫлӗ канӑва ӑсатнӑ.
Карама прокуратура тытӑмӗнче 1983 ҫултанпа тӑрӑшнӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Шупашкар районӗн прокурорӗ пулнӑ. Надзор органӗнче 40 ҫул ытла тимленӗ 65 ҫулти прокурора тава тивӗҫлӗ канӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ.
Сӑмах май каласан, унӑн ывӑлӗ Ленар Карама Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи прокуратурӑна 2021 ҫултанпа ертсе пырать.
2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Росприроднадзора Йӑршшу юханшывне тислӗк юхса тухни пирки пӗлтернӗ. Ведомство тӗрӗсленӗ: Шупашкар округӗнчи Еҫейкасси ялӗнче вырнаҫнӑ фермӑран тислӗк юхнӑ йӗр пулнине палӑртнӑ.
Проба илнӗ те шывра нитрит азочӗ тата нефтепрдуктсем нумаййи ҫиеле тухнӑ. Тӑпрана сиен кӳнӗ тӑкак 700 пин тенкӗ те 35 тенкӗпе танлашнӑ. Суд Ленин ячӗллӗ ЯХПКна ҫак укҫана тӳлемелле тунӑ. ЯХПК аппеляци панӑ, анчах Арбитраж сучӗ йышӑнӑва улӑштарман.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнче 31 ҫулти арсынна шыраҫҫӗ. Алексей Владимирович Викторов - Малтикас ялӗнчен.
Вӑл килтен нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Ӑҫталла кайни паллӑ мар. Ҫав кун тӗттӗм хура тӗслӗ куртка, хура шӑлавар, шурӑ-хӗрлӗ кроссовка, сӑрӑ тӗслӗ калпак тӑхӑннӑ. Хӑй 177 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ тӗслӗ, куҫӗ кӑвак. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав нимеҫисем
Алексея куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-800-700-54-52 е 112.
Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗньял ялӗнче почтальона палламан арсын тапӑннӑ. Ку Тӗп урамри 2-мӗш ҫурта хаҫатсемпе посылка илсе килнӗ чухне пулнӑ.
Суранланнӑ почтальона пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ Раҫҫей Почтин тепӗр ӗҫченӗпе пулнӑ инкеке тӗпченине пӗлтерет. Вӑл Вӑрмар округӗнче ӗҫри УАЗпа пынӑ чухне ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Водителе пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округне кӗрекен Атайкассинчи вӑтам шкулта вӗренекенсем Раиса Сарпи сӑвӑҫпа тӗл пулнӑ.
Раиса Сарпи — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑваш халӑх поэчӗ.
Паллӑ сӑвӑҫ хӑйӗн пултарулӑх кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ, университетра вӗреннӗ ҫулӗсене, ҫамрӑклӑха аса илнӗ. Чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑсене вуласа панӑ. Ачасем вара композиторсем Раиса Сарпи сӑввисемпе хайланӑ юрӑсене шӑрантарнӑ.
Тӗлпулӑва Людмила Кинер сӑвӑҫ тата композитор та хутшӑннӑ. Унӑн пултарулӑхӗпе те ачасем кӑсӑклансах паллашнӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ойкас ялӗ ҫывӑхӗнче икӗ ҫын юрҫӳренпе пынӑ чухне ҫырмара кӗрсе ларнӑ. Юр нумай пулнипе вӗсем хӑйсем тӗллӗн тухайман, ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ.
Ку кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем палӑртнӑ вырӑна ҫитнӗ те икӗ ҫынна ҫырмаран тухма пулӑшнӑ. Вӗсене специалистсем служба юрҫӳренӗпе ял ҫывӑхӗнчи ҫул патне илсе ҫитернӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Театр – ман ӑраскал» ятпа иртекен моноспектакльсем малалла пыраҫҫӗ. Сцена ҫине хальхинче Любовь Фёдорова тухӗ.
Аса илтерер: моноспектакль формачӗпе йӗркелекен тӗлпулусенче артистсем хӑйсен кун-ҫулӗпе паллаштараҫҫӗ, куракансен ыйтӑвӗсене хуравлаҫҫӗ, театрӑн Кӗҫӗн залӗнче пухӑннисене спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Любовь Федорова – Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки, чӑваш халӑх артистки.
Ленинградри музыкӑпа кинематографи институтӗнчен 1972 ҫулта вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ентешӗмӗр Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 50 ҫул ытла вӑл сцена ҫинче.
«Пултарулӑх ҫулӗсенче темӗн те пулнӑ. Анчах кашни сӑнара эпӗ хам витӗр кӑларнӑ. Урӑх пурнӑҫ мана кирлӗ пулман», – тет артистка.
Любовь Фёдорова «Театр — ман ӑраскал» моноспектакльпе кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче сцена ҫине тухӗ.
Паян Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи шкулсене ҫӳрекен ачасем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Шкул автобусӗсем ҫула тухмӗҫ. Ку йышӑнӑва ҫанталӑк условийӗсем лайӑхланиччен тунӑ.
Ача шкула кайӗ-и е ҫук-и - ашшӗ-амӑшӗ йышӑну тӑвӗ. Пурпӗрех шкула пынӑ ачасем валли вӗренӳ занятийӗсем иртӗҫ.
Сӑмах май, Шупашкарта сивӗ ҫанталӑка пула кӗҫӗн класс ачисем килтен вӗренӗҫ.
Пӗлтӗр республикӑри Ҫырла фестивалӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркелеме палӑртнӑ. Кунӗ те паллӑ: утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗ. Вырӑнӗ ҫавах: Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи «Ивушка» питомник.
Аса илтерер: пӗлтӗр Ҫырла фестивалӗ Питравра, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртнӗ. Кӑҫал ӑна канмалли кун йӗркелеме палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |